Евгений Воробьев ача садне арман парнеленĕ
ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Евгений Воробьев «Сказка» ача садне йывăçран тунă композици парнелени çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче Евгений садике йывăçран хăйĕн аллипе ăсталанă арман турттарса килнĕ тата ăна пурте курмалла вырнаçтарнă. Тăватă çунатлă çил арманне ачасем çав тери савăнса йышăннă, Женя тетĕшне тав сăмахĕ каланă.