Федоровсен çемйине боецсем чĕререн тав тунă
ЭНТĔРЬЕЛĔНЧИ Федоровсен çемйи Мускаври госпитальте сипленекен пирĕн боецсем патне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ леçнĕ. Хальхинче харпăр хăй гигие- нин япалисене, ĕçмели шыв, йăлара усă куракан хими хатĕрĕсене илсе çитернĕ.
«Сире эпир - пире çав тери çывăха хунăшăн, чун ăшшипе парне панăшăн чĕререн тав тăватпăр!» - çапла каласа йышăннă гуманитари пулăшăвне çар госпиталĕнче.
З.МОРОЗОВА.