Халăх ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлет

Ярăславпа Хайпăла ялĕсен кулленхи пурнăçне çак пулăм тата та илемлетрĕ: вĕсен патĕнче Централизациленĕ клуб тытăмĕн нумай функциллĕ автоклубĕ хăнара пулчĕ.

Çак мероприяти «Чăваш Енри хĕвеллĕ çулла» проектпа килĕшỹллĕн иртрĕ.

Шăмăршăри культура ĕçченĕсем икĕ ял халăхне те пуян содержаниллĕ концертпа савăнтарчĕç. Артистсемпе пĕрле округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев та килни тĕл пулу пĕлтерĕшне тата та ỹстерчĕ. Александр Иванович ял çыннисене округăн кулленхи ĕçĕпе тата умра тăракан задачăсемпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.

...Концерт куракансем, чăтса-тỹссе тăраймасăр, çерем çинче артистсемпе пĕрле ташласа та савăнчĕç.

А.ПЕТРОВА.



31 июля 2026
16:03
Поделиться