Хатĕрлеме те, сутма та пултараççĕ
ÇАК кунсенче Шупашкарта «Чăваш Енри суту-илỹ-2026» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак конкурс июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланса июлĕн 24-мĕшĕччен пынă. Пĕр уйăх тăрăшшĕпе республикăри чи лайăх суту-илỹ объекчĕсем, обществăлла апатлану предприятийĕсем тата продукци туса кăларакансем хăйсен ĕçри çитĕнĕвĕсене профильлĕ 11 номинацире кăтартса панă.
Конкурс Шăмăршă муниципалитет округне темиçе ырă хыпарпа савăнтарнă. «Вырăнти производствăн продукцине чи лайăх кăтар- таканĕ» номинацире Раиса Ивановăн килти хушма хуçалăхĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Раиса Ивановна çав тери тутлă сыр, хăйма тата ĕне çăвĕ хатĕрлет, çавăн пекех аш-какай про-дукцине те сутать. Унăн продукцине тавар туянакансем уйрăмах пысăк пахалăхлă пулнишĕн юратаççĕ.
Шăмăршăри «Долина» кафе те дипломантсен йышне кĕнĕ. Çавăн пекех Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ хатĕрленĕ «Универсаллă ярмăркка - «Темп» ООО» проект та - чи лайăххисен шутĕнче.
Е.ЖОЛОБОВА.