Хĕрлĕ Васанта хĕрсех ĕçлеççĕ
ИРТНĔ эрнере Шăмăршă муниципалитет округĕнче тыр-пула пуçтарса кĕртме тытăнчĕç.
Чăн малтан вырмана Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Василий Павлов фермер пуçăнчĕ. Ăнса çитĕннĕ кĕрхи тулă кашни гектартан вăтамран 30-шар центнер ытла тухăç парать.
Округра кĕр тырри 1317,2 гектар йышăнать. Тухăç пур çĕрте те лайăх пуласса шанаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсен пĕрин хыççăн тепри комбайнсене хире илсе тухĕç.
С.ИВАНОВ.