Инкек çине - синкек...

РЕСПУБЛИКĂРА шыв çинче каллех пысăк инкек пулнă. Çĕмĕрле хулинчи 17 çулти çамрăк путса вилнĕ.

Икĕ каччă понтон кĕпер патĕнче Сăр юхан шывĕ урлă ишсе каçма шутланă. Анчах пĕри - вăйлă шыв юххине пула халран кайса - шыв айĕнче çухалнă.

Июлĕн 22-мĕшĕнче Вăрмар округĕнче 12 çулти арçын ача путса вилнĕ. Вăл виçĕ юлташĕпе юраман çĕрте шыва кĕнĕ.

Хурлăхлă цифра: çу кунĕсем пуçланнăранпа республикăра 5 ача путса вилнĕ. Шыв çинче çав тери асăрхануллă пулмалла, ача-пăчана пĕве е кỹлĕ хĕррине хăйсем тĕллĕн кăна яма юрамасть!

Çитĕннисен те шывра инкек юнашарах пулнине манмалла мар. Акă июлĕн 19-мĕшĕнче Муркаш округĕнче 46 çулти арçын путса вилнĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, вăл ỹсĕр пулнă.

Ашшĕ амăшĕн ачасемпе тепĕр инкек пуласран та асăрханмалла. Çу кунĕсенче пĕчĕк ачасем москит сетки карнă чỹречерен ỹксе аманнă тĕслĕх нумайланать. Аслисем сăнаса тăманнипе, ача чỹрече сакки çине хăпарса каять те, аллипе москит сеткине ярса тытать. Çапла майпа пысăк инкек пулма пултарать.

О.ИЧАНКИНА,

округ администрацийĕн мобилизаци ĕçĕн тата граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру пайĕн пуçлăхĕ.



31 июля 2026
15:36
Поделиться