Интернет ачасене сиен ан кỹтĕр

ХАЛЬХИ ача-пăча Интернетсăр пурăнаймасть та пулĕ. Кунта вĕсем хăйсене кирлине е кирлĕ маррине нумай тупаççĕ, пĕр-пĕринпе туслашаççĕ те. Çав вăхăтрах Интернетри хăрушсăрлăх правилисене те асра тытмалла:

- хăвăрăн пароле никама та, нихăçан та ан пĕлтерĕр, час тавçăрса илмелле мар кăткăс пароль шыраса тупăр;

- социаллă сетьре регистрациленнĕ чух хăвăр çинчен тулли информаци ан парăр (телефон номерĕ, эсир пурăнакан вырăн, шкул, аçăрпа аннĕр ăçта ĕçлени тата ытти те;

- Интернета сăн ỹкерчĕк вырнаçтарнă чух питĕ асăрхануллă пулăр, унта хăвăрăн çемйĕре, шкулăра, çуртăра тата ыттине те ан кăтартăр;

- Интернет урлă паллашнă ачапа (çитĕннĕ çынпа) тĕл пулассинчен пăрăнма тăрăшăр;

- нумай çын хăй çинчен Интернетра тĕрĕс мар пĕлтернине асра тытăр;

- Интернетра ачасем кĕме юраман сайтсем нумай, енчен те эсир ăнсăртран çак сайта кĕрсен, хăвăртрах тухма васкăр;

- нихăçан та хăвăрăн телефон номерне е электрон адресне ан пĕлтерĕр, палламан номерлĕ шăнкăрава ан тытăр;

- аслисенчен ыйтмасăр файлсем, программăсем тата музыка ан уçлăр - вĕсенче компьютера сиен кỹрекен вирус пулма пултарать.

Е.ЖОЛОБОВА.



31 июля 2026
15:47
Поделиться