Ирина Смирновăна - хисеплĕ ят
ИРТНĔ эрнере пурсăмăр та савăнăçлă хыпар пĕлтĕмĕр: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе, халăх сывлăхне сыхлас ĕçре нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлтан вăй хунăшăн, ĕçри çитĕнỹшĕн Шăмăршă районĕн тĕп врачне Ирина Анатольевна СМИРНОВĂНА «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Ирина Анатольевнăна эпĕ вăл ача чухнеренпех аван пĕлетĕп. Шăмăршăри Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ пĕр çуртра пурăнтăмăр, унăн ашшĕпе амăшне те пирĕн çемье çывăха хунă. Ирина, вăтам шкула чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Университетра та вăл пултаруллă студентка пулнă, общество ĕçне те хастар хутшăннă.
Алла диплом илсен, Ирина Смирнова Шăмăршă районĕн тĕп больницинче ача-пăча врачĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Çынпа сăпайлă пулнипе, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнипе палăрса тăратчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна больницăн нумай йышлă коллективне ертсе пыма шанчĕç.
Ирина Анатольевнăн професси ăсталăхне нумай наградăпа палăртнă. 2007-çулта республикăра «Чи лайăх педиатр-врач» ята тивĕçрĕ. Çавăн пекех ăна Раççей Федерацийĕн Сывлăх министерствин Тав çырăвĕпе (2008-çул) тата Хисеп грамотипе (2022-çул), Чăваш Республикин Сывлăх министерствин Хисеп грамотипе (2017-çул), Шăмăршă район администрацийĕн Хисеп грамотипе (2016-, 2022-çулсем) чысланă.
Ирина Смирнова ертсе пынипе, Шăмăршă районĕн больници ĕçри йывăрлăхсене хăюллăн çĕнтерсе малалла утать, медицинăри çĕнĕлĕхсене анлăн пурнăçа кĕртет.
Ирина Анатольевна ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен тата врач амбулаторийĕсен ĕçĕпе те куллен интересленет, вĕсене пулăшмалли майсем шырать. Тăван коллектив тата округра пурăнакансем Ирина Смирновăна пысăк чыса тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ çитĕнỹсем тума ăнăçу сунаççĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.