Килĕштерсе пурăнмалла

«ШУРĂМПУÇ» кăларăмра «Анне хаклă-и, арăм хаклă-и?» статья пичет- ленсе тухсан, чылайччен шухăшласа çỹрерĕм. Чăнах та, мĕнле канаш памалла-ха статья авторне Гальăна? Вăл упăшки амăшĕн сăмахĕнчен иртейменнишĕн, вĕсене ют çĕр-шыва канма яманшăн тарăхса çырать.

Хисеплĕ Галя! Çемьере чи хакли - килĕшỹпе юрату пурри. Хунямупа ан хирĕç, ан тавлаш - ăна ăнланма тăрăш. Вăл сире япăх тăвасшăн мар, укçа-тенкĕпе перекетлĕ пулма çеç вĕрентесшĕн. Тен, хăш чух ытлашширех те вĕриленет пулĕ, анчах эсĕ лăпкă пулма тăрăш, упăшкуна та амăшне итленĕшĕн ан çилен.

Анне çĕр çинче - пĕрре, юратнă мăшăр та пĕрре кăна пулмалла. Упăшкушăн амăшĕ те, эсĕ те - хаклă. Икĕ хĕрарăмăн пĕр чĕлхе тупмалла, çемьери кашни хирĕçĕвех çын умне кăлармалла мар.

Хунямасене те эпĕ лăпкăрах пулма сĕнесшĕн. Ватă çыннăн ватă пек пулмалла, пуç тавра тарăннăн шухăшласа ăслă сăмах каламалла. Çамрăксене яланах вĕрентни те йăлăхтарать пулĕ. Тепĕр чух тавлашăва ăшă сăмахпа çемçетни - чи лайăххи.

АНТОНИНА.



31 июля 2026
16:07
Поделиться