Кивĕ диванпа шифоньера контейнер патне пăрахмалла мар!

ÇАПЛА чĕнсе калать округ центрĕнче пурăнакансене Шăмăршă ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Андрей Удин.

Андрей Николаевич пысăк калăпăшлă япаласене (вырăсла - крупногабаритный мусор) Шăмăршăра ятарлă вырăна леçме сĕнет. Вĕсем çак адреспа вырнаçнă: Ленин урамĕ, 31 А çурт патĕнче; Западная урам, 30-мĕш çурт патĕнче.

Пысăк калăпăшлă кивĕ япаласене ятарласа хумалли вырăна леçмесен, граждансене - 2 пин тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ, тепĕр хут йĕркене пăссан вара - 5 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ.

Аса илтеретпĕр: пысăк калăпăшлă япалана - свалкăна леçиччен - пайăн-пайăн сỹтме тивет.



31 июля 2026
15:52
Поделиться