«Кĕленче çỹллĕш ỹсмен - сăра ĕçесшĕн!» - çапла каласа хытă ятларĕ пĕр карчăк çамрăксене
ШУПАШКАРТА чылайранпа пулманччĕ. Хăш-пĕр улшăну та пур иккен: çĕнĕ трол- лейбуссем унталла та кунталла «чупаççĕ», клумба çинчи хитре чечексем куçа илĕртеççĕ тата ытти те.
Лавккасене те çитсе куртăм, хама кирлĕ вак-тĕвеке туянтăм. Апат-çимĕç продукчĕсемпе хăш-пĕр промышленность таварĕ сутакан «Магнит» лавкка умĕнче ман патăма пĕр ушкăн арçын ача пычĕ. Сăнран пăхсан, 13-14 çултан аслă мар.
- Дяденька, купите пожалуйста для нас три бутылки пива! - çапла каласа шартах сиктерчĕç хайхисем.
Çул çитменнисене эрех-сăра сутманнине пĕлетĕп-ха, укçа парса, вĕсем мана туянтарасшăн ĕнтĕ. Эпĕ шалт та палт хирĕçлерĕм, пăрăнса утма васкарăм.
Çамрăксем, манпа ĕç тухманнине ăнланса, 65-70 çулсенчи хĕрарăм çумне явăçрĕç. Лешĕ вара тарăхсах кайрĕ, хытах кăшкăрашма пуçларĕ:
- Кĕленче çỹллĕш ỹсмен, хăйсем сăра ĕçесшĕн! Намăса пĕлĕр! Аçăр-аннĕр ĕçме вĕрентет-и сире?!
Юрист пулмасан та, саккунсене аванах чухлатăп, тепĕр чух ытти çынсене те каласа ăнлантаратăп. Акă çул çитменнисене алкоголь шĕвекĕ ĕçме явăçтарнăшăн, Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 6.10-статйин пĕрремĕш пайĕпе никĕсленсе, 1500 тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ.
Уголовлă майпа та айăплама пултараççĕ. Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 151-статйин пĕрремĕш пайĕнче тăватă çул таран ирĕкрен хăтарасси çинчен те каланă.
Енчен те çул çитмен çамрăка хăратса е хĕнесе эрех-сăра ĕçме хистесен, ултă çул таран ирĕкрен хăтарасси пирки асăрхаттарнă.
Шел те, кулленхи пурнăçра çул çитменнисем эрех-сăра тутаннине куратпăр-ха. Юлашки виçĕ çул хушшинче Чăваш Республикинче çул çитмен çамрăксем спиртлă шĕвек ĕçсе наркăмăшланнă тĕслĕхе темиçе те шута илнĕ. Хамăрăн Шăмăршă округĕнче, телее, çул çитмен çамрăк алкоголь шĕвекĕ ĕçсе пурнăçран уйрăлнă тĕслĕх пулман. Апла пулин те, çитĕннисен лăпланса пурăнмалла мар, хамăрăн ачасемпе мăнуксем пушă вăхăта ăçта ирттернине, вĕсем кампа туслă пулнине асăрхасах тăмалла.
Врачсем каланă тăрăх, юлашки çулсенче çул çитменнисем хушшинче сăра ĕçесси «модăна» кĕнĕ. Сăра çамрăксемшĕн ăш хыпнине пусармалли шĕвек пулса тăчĕ.
- Сăра сиенсĕр тени - суя, - тет Шăмăршă больницин терапевт врачĕ Ольга Полковникова. - Унри хутăшсем юн тымарĕсене сараççĕ. Пĕвере юн пуçтарăнни пĕверĕн клеткисене пусать, вĕсен ĕçне пăсать, чылай чухне чарсах лартать. Çавна пула чĕре йывăррăн ĕçлеме пуçлать, чĕре мышци «чĕрĕ мотор» вăйне çухатать. Юн тымарĕсенче углевод, тăвар, шыв ытлашши пулнипе тула хăвалать, çавна пула организмри сывлăхшăн кирлĕ минерал веществисем тухса каяççĕ.
Çапах та чи хăрушши - сăрара алкоголь пурри. Çамрăк организм сăрана питĕ хăвăрт хăнăхать. Çакă алкоголизм чирĕ патне илсе пыма пултарать.
Эрех-сăра ĕçсе, çул çитмен çамрăксем преступлени тунă тĕслĕх те сахал мар. 2025-çулта çакăн пек тĕслĕх республикăра 100 ытла пулнă. 2026-çулхи пĕрремĕшçур çул кăтартăвĕсем те лăпланма хушмаççĕ. Çамрăксем хушшинчи профилактика ĕçне вăйлатмасăр, ашшĕ-амăшĕн яваплăхне ỹстермесĕр чуна пăшăрхантаракан тĕслĕхсене чакарма йывăр. Çавăнпа та çул çитмен çамрăксем эрех-сăра тата наркотик тутанасран çав тери сыхă тăмалла.
Ив.САЛАНДАЕВ.