Кĕпере юсаççĕ
ШĂМĂРШĂРИ Комбинат микрорайонĕпе çыхăнтаракан кĕпер юхăнса кайни çинчен эпир хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак кĕперпе каçса çỹрекен нумай, çавăнпа та çынсем ăна хăвăртрах юсама ыйтаççĕ.
«Хальхи вăхăтра подряд организацийĕ кĕпере юсама пуçăнчĕ. Объекта кăçалхи сентябрь уйăхĕнче хута ямалла», - пĕлтерчĕ пире Шăмăршă ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Андрей Удин.