«Кĕтерука такмак каланăшăн тытса кайнă», - çакăн пек сас-хура сарăлнă ирпе кĕтỹ хапхинче Карапай Шăмăршăра
АВГУСТ уйăхĕ. Ял-йыш хирте ыраш вырать. Колхозниксемпе пĕрлех коллективлă хуçалăха кĕменнисем те - инхозсем - алла çурла тытса хăйсен хирне васканă.
Акă Емельяновсем те ана тĕлне çитсе чарăннă. Ыраш çỹллĕ ỹсмен, çум курăклă пулин те йĕпе-сапа пуçланиччен пухса илмеллех. Ĕçре те, вăйăра та яланах хаваслă Кĕтерук лав çине хăпарнă та, хытă кăшкăрсах такмак калама пуçланă:
«Пире «индюк» тееççĕ,
«Кăркка» тесе питлеççĕ.
Çын пирки лăркка-лăркка -
Хăйсем пулмĕç-и кăркка?
Калхуса эпир кĕмен,
Калхус çăкăрне çимен.
Атте Турă пулăшсан -
Выçă лармăпăр нихçан!»
Çук, пĕлмен çав Кĕтерук унăн такмакĕ политикăпа çыхăннине тата Совет влаçне хирĕçле пулнине! Шкулта пĕр класс кăна пĕтернĕскер, колхоза кĕменнисенчен ялта «индюк» тесе кулни ăна хытă тарăхтарнă. Такмакне ялти шкул учителĕ Петр Петрович Петров (ялтилле - «Виçĕ Петĕр») çырнине те чухламан çамрăк хĕрарăм.
Такмак каласа ăшне пусарнă та, алла çурла тытса пуç çĕклемесĕр ыраш вырма пуçланă.
Кĕтерукăн «антисоветский» такмакне илтекен пулнă çав. Хирте ĕçлекен пĕр çын юлан ут çине утланса Патăрьелне васканă, тỹрех милици уйрăмне кĕрсе евитленĕ.
«Усал хыпар утпа çỹрет», - тесе тĕрĕсех каланă ваттисем. Çав каçах виçĕ милиционер Карапай Шăмăрша килсе Екатерина Емельяновăна тытса кайнă. Па- тăрьелĕнчен - Улатăр тĕрмине. Кунтанах ăна - суд туса - Казахстанри Кзыл-Орда облаçне ссылкăна ăсатаççĕ.
«Основанием для ссылки Емельяновой Екатерины Марковны явился факт осуждения ее 19-21 сентября 1938 года Верховным Судом Чувашской АССР за то, что она, будучи членом антисоветской кулацко-церковной службы, проводила среди населения антисоветскую агитацию, направленную на срыв проводимых партией и правительством мероприятий, высказывала клеветнические измышления по адресу Советской власти» (ЦАГ ЧР.Ф.Р. - 1835.Оп.3.Д.58.Л.82-83).
Чăвашла куçарсан, айăплава çапла ăнланмалла: Кĕтерука Советсене хирĕçле ушкăнра тăнăшăн, халăх хушшинче влаçа хирĕçле агитаци туса пынăшăн арестленĕ иккен. Кунта такмак пирки пĕр сăмах та çук.
Допрос вăхăтĕнче Кĕтерука хирти такмака тепĕр хут калаттараççĕ, хут çине çырса илсе алă пустараççĕ. Çак такмак халĕ çỹлте асăннă архивра упранать.
Юрать-ха, шỹтлесе те йĕплесе çыраканĕ Петров учитель пулнине следователь пĕлмесĕрех юлать. Унсăрăн «Виçĕ Петĕре» сахалтан та 10 çула тĕрмене хупма е персе пăрахма та пултарнă.
Петровăн маларах та «çылăхĕ» пулнă: 1937-çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче - Карапай Шăмăршăри тулли мар вăтам шкул директорĕпе Семен Михайлович Тестовпа иккĕшне - Чăваш АССРĕнчи НКВД тройки совет влаçне хирĕç калаçаççĕ тесе 10 çуллăха ĕçлесе юсанмалли колоние яма йышăннă.
Айăпланакансем тройка йышăнăвне хирĕçлесе Мускава - М.И.Калинин патне çыру яраççĕ. Михаил Иванович учительсен ĕçне - тарăннăн тĕпчесе - тепĕр хут пăхса тухма ыйтать. СССР Генеральнăй Прокурорĕн заместителĕ Д.Салин «шухăшласа кăларнă уголовлă ĕçе» протестленĕ, çак ĕçе чарса лартма хушнă (ЦГА ЧР.Ф.Р. - 1458 (209-211 стр.)
Петр Петрович Петров Анат Чаткас ялĕнче çуралса ỹснĕ, Хурăнварти икĕ сыпăклă училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Çĕнĕ Тăрăн шкулĕнче ĕçленĕ. Хăйĕн сăввисене Патăрьел районĕнчи «Паянхи сас» (халĕ - «Авангард») хаçатра «Виçĕ Петĕр» псевдонимпа пичетленĕ.
... Кĕтерука вара 1958-çулхи мартăн 16-мĕшĕнче çеç - РСФСР Верховнă Совет Президиумĕн Постановленийĕпе - тỹрре кăлараççĕ:
«Постановление Особого совещания при МГБ Союза ССР в отношении Емельяновой Екатерины Марковны отменить и дело производства прекратить за отсутствием в ее действиях состава преступления» (ЦАГ ЧР.Ф.Р. - 1835. Оп.3.Д.58.82-83 л.)
Ив.САЛАНДАЕВ.