Купăста пуçĕ çурăлсан

Халĕ шăпах ир пулакан купăста пуç çавăрать. Паян ăна - пăхса ытармалла мар, тепĕр кунхине купăста çурăлнине курма пулать. Мĕншĕн?

Çурăлнă вырăнта часах йĕпе кăпшанкăсем, лĕпĕш хурчĕсем пухăнаççĕ. Вĕсенчен хăтăлма йывăр, купăстана хăть выльăха пар.

Тĕп сăлтав - пĕр тикĕс шăварманни. Тĕслĕхрен, çанталăк типĕ тăнă, кайран йĕпе-сапа пуçланнă. Купăста 25 градусран шăрăхра ỹсме чарăнать, нỹрĕк çитмесен вăл пачах аталанма пăрахать. Нумай шăварсан вара каллех çитĕнме тытăнать. Çапла пĕчĕк çулçăсем вăйлă ỹсме пуçлаççĕ, çỹлтисем вара вĕсене хăваласа çитеймеççĕ те купăста пуçĕ çурăлать. Çанталăк улшăнса тăнă вăхăтра çимĕçе тумлампа шăвармалли май тумалла. Кун пек чухне вăл хăйне кирлĕ чухлĕ шыв илĕ, çанталăк улшăнсан çурăлмĕ.

Иккĕмĕш сăлтав - купăстана вăхăтра пухса кĕртменни. Пулса çитнĕ пуçĕсене касмалла. Ку уйрăмах пысăккисене пырса тивет. Пуç çавăрсан купăста ỹсме пăрахать, ăна малалла та шăварсан пуçĕ çурăлать. Купăстана касиччен икĕ эрне маларах шăвармалла мар, пуçне çулçипе хупламалла - çапла çиелти сийĕ типмест. Ир пулакан купăстана йăран çинче нумай тытмалла мар: пуç çавăрсанах, çемçе чухнех, касмалла.

Çурăлнă купăстана упрама юрăхсăр, вăл çĕрет.



31 июля 2026
16:08
Поделиться