«Минималкăпа» ĕçлекенрен çирĕп ыйтма пулĕ-и?
ĔÇ УКÇИН виçи çынсене унччен те калаçтарнă, халĕ те çак тема пурнăçра çивĕч тăрать.
Статистика Чăваш Республикинче ĕç укçин уйăхри вăтам виçи халĕ 71 пин тенке çитни çинчен пĕлтерет. Вăл çулталăх каяллахинчен 1,5 процент ỹснĕ иккен. Анчах ку хисеп нумай мар: шалу виçипе эпир Атăл çи Федераци округĕнче 14-мĕш вырăнта - чи кайрисем. Раççей шайĕнче вара - 80-мĕш вырăнта.
Эпир - «минималкăпа» ĕçлекен журналистсем - республикăра вăтам ĕç укçи пирĕннинчен икĕ хут çурă пысăккинчен тĕлĕнместпĕр ĕнтĕ. «Çын кĕсйинчи укçана ан хапсăн», - çапла вĕрентнĕ пире асаттесем. Тата ыттисем те пирĕнтен ытлашши нумай илеймеççĕ. Акă округри педагогика ĕçченĕсен 2025-çулти уйăхри вăтам шалăвĕ - 50070 тенкĕпе, культурăра вăй хуракансен - 41876 тенкĕпе, «Туслăх» спорт шкулĕнчи тренер-преподавательсен - 53120 тенкĕпе, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен 50583 тенкĕпе танлашнă. Ку цифрăсем - «маччаран» илни мар, округ администрацийĕн унчченхи пуçлăхĕ 2025-çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çинчен туса панă докладран.
Куратпăр ĕнтĕ, Шăмăршă округĕ ĕç укçи шайĕпе республикăри вăтам кăтартуран чылай юлса пырать, Раççейри вăтам кăтарту вара - çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăм тăрать.
Журналиста урай çăвакан техничка чухлĕ çеç тỹленипе, тен, килĕшме те пулĕ. Анчах та пиртен ытла та нумай ыйтаççĕ вĕт-ха: тепĕр чух, çыра-çыра, пуç та çаврăнма пуçлать. Вăл е ку çынпа кĕсье телефонĕпе çыхăнмалла - калăçнăшăн хăвăн кĕсйỹнтен тỹлемелле. Пĕр-пĕр яла командировкăна кайма та - хамăрăн машина çуккипе - çынна тархаслама тивет.
Шалу пĕчĕккипех, редакцие çамрăк кадрсем килмеççĕ. Ваттисем те кайсан, кам ĕçлĕ?
Округ администрацийĕнче тăрăшакансем - пĕр-пĕр ĕçпе ялсене кайнă чух - хăйсемпе пĕрле журналиста илме «манаççĕ». Кайран вара: «Çав-çав тĕлте çавна тунă, хаçатра мĕншĕн çырман?» - тесе хытах калаççĕ. Хамăр куçпа курманнине мĕнле тĕрĕс çырса кăтартмалла-ха, хисеплĕ юлташсем?
Атьăр-ха пĕрле килĕштерсе пурăнар, эпир пĕчĕк шалупа та пысăк ĕç тума хăнăхнă. Пирĕн çине ама çури хăйĕн тăван мар ачи çине пăхнă пек пăхас йăлана пĕтересчĕ. Округ администрацийĕ çак уйăхра мĕнле мероприяти ирттерме палăртнине те «хапха умне туй килсен» çеç мар, редакцие маларах пĕлтересчĕ. Вара пирĕн пĕрлехи ĕç халăхшăн усăллă пулĕччĕ, сирĕн ĕçĕр çинчен те вулакансем лайăх пĕлсе тăрĕччĕç.
Статьяна чи пĕчĕк ĕç укçи çинчен каланипе («минималка») пуçланăшăн вулаканран каçару ыйтатăп. Пурнăç укçа çинче кăна тытăнса тăмасть вĕт-ха. Ĕç укçи çăкăр-тăвар валли çитнишĕн савăнмалла. «Сывлăх пултăр, сывлăхран хакли çук», - тетчĕ ватă асатте. Пурне те çирĕп сывлăх сунатпăр!
Ив.САЛАНДАЕВ,
журналист, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.