Мĕн вăл «Пурнăç сули»?
Шăмăршă округĕнчи волонтерсем «Пурнăç сули» хатĕрлесе ăна СВОна ăсатни çинчен çырнăччĕ. Сывă юлмалли сулă çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет.
Ю.КРАСНОВ.
Шăмăршă ялĕ.
«Пурнăç сули» вăл - çирĕп кантрана сулă пек хатĕрлесе çыхни. Арçынсене вăрçăра кантра яланах кирлĕ вĕт. Пăхма хитре сулă, салатсан, самантрах кантра пулса тăрать. Унпа юна чармалли жгут пек е блиндажра япала типĕтме çакмалли кашта пек, темиçĕшне пĕрле çыхсан тата аманнисене çапăçу хирĕнчен илсе тухмалли хатĕр пек усă курма пулать.
О.ИЧАНКИНА,
ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла обо- ронăн ятарлă программисен округри начальникĕ.