«Пурнăçа лайăхлатасси хамăртан та килет», - çапла калаççĕ тĕл пулу вăхăтĕнче ял çыннисем
ИРТНĔ эрнере округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеевпа Шупашкарти «Строймашсервис» компани директорĕ - Шăмăршă ентешлĕхĕн пред- седателĕ Радимир Егоров ял çыннисемпе курса калаçнă.
Ĕçлĕ тĕл пулу Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси ялĕсенче пуçланнă. Александр Сатеев ял çыннисем «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа пирки мĕн шутланипе интересленнĕ.
- Питĕ лайăх программа! - тенĕ вĕсем. - Пурнăçа лайăхлатасси хамăртан та килет. Пирĕн пуçарăва патшалăх укçа-тенкĕпе тивĕçтерни яла кирлĕ объектсене хута яма пулăшать. Паллах ĕнтĕ, проектăн пĕр пайĕ валли хамăр укçа та кирлĕ.
Ял çыннисем пушара хирĕç кĕрешмелли шыв управĕсене тасатса йĕркене кĕртме, çулсене юсама ыйтаççĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнче пушар гидранчĕсене юсамалла, Асанкассинче пурăнакансем вара икĕ ял хушшинчи хурăн ращи çумĕпе тротуар кирлине палăртнă.
Çул çỹрев малалла тăсăлнă. Александр Сатеевпа Радимир Егоров Шăмăршăри Заводская урама çитнĕ. Çак урамра пурăнакансем асфальт çул тума ыйтаççĕ, проектăн пĕр пайĕ валли килĕрен укçа-тенкĕ пуçтарма та тытă- насшăн.
Энтĕрьелĕнче - йĕркеллĕ стадион, шыва кĕмелли лайăх вырăн кирлĕ, çавăн пекех çак ялта пурăнакансем Лесная урамри çула юсама сĕнеççĕ.
Шăмăршăри Энтузиастсен, Мефодий Денисов тата Новая урамĕсенче пурăнакансем: «Асфальт çул кĕте-кĕте ывăнтăмăр ĕнтĕ», - тесе пăшăрханаççĕ.
Çакă лайăх: ял çыннисем вăл е ку ĕçе патшалăх туса парасса кĕтмеççĕ, пурнăçа лайăхлатма вăй çитнĕ таран хăйсем хутшăнасшăн. Вĕсен кашни сĕнĕвне шута илнĕ, округ администрацийĕ çивĕч ыйтусене татса пама тăрăшĕ.