«Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль иртет

ИЮЛĔН 25-мĕшĕнче Шупашкарта пиллĕкмĕш хут Пĕтĕм Раççейри хăмла фестивалĕ уçăлнă.

Кăçал площадка хăмла туса илекен 28 енпе 35 общепит заведенине пуçтарнă. Вĕсем Мускавран, Санкт-Петербургран, Хусантан, Самартан, Ульяновскран, Пензăран, Ярославльтен, Чулхуларан, Барнаултан, Набережные Челнырен, Йошкар-Оларан, Беларусь Республикинчен килсе çитнĕ.

Фестиваль программипе конференцисем, тематика сессийĕсем, выставкăсем иртнĕ. «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль августăн 1-мĕшĕччен ĕçлет.

А.ПЕТРОВА.



31 июля 2026
15:34
Поделиться