Республикăра вырма ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ

ЧĂВАШ ЕНРЕ иртнĕ эрнере тыр-пула пуçтарса кĕртес ĕç старт илнĕ. Чăн малтан хире Çĕрпỹ, Вăрмар тата Красноармейски округĕсем тухнă.

Малтанхи кăтарту савăнтарать: кĕрхи тулă кашни гектартан вăтамран 62,5 центнер тухăç парать. Аграрисен ăна 72 пин гектар ытла лаптăк çинчен пуçтарса кĕртмелле. Специалистсем тухăç пĕлтĕрхинчен кая пулмĕ тесе шутлаççĕ.

Республикăра вырма ĕçĕсене 600 ытла комбайн хутшăнĕ. Техника паркне çĕнетесси малалла пырать. Правительство кăçал ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене пулăшма 4 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă, çак укçан пысăк пайне аграрисене куçарса панă ĕнтĕ.

Июлĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар элеваторне кăçалхи çĕнĕ тырă килсе çитнĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, кĕрхи тулă тиенĕ автомашинăна чыс-хисеп туса кĕтсе илнĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



31 июля 2026
15:45
Поделиться