Салтаксем валли - маринадланă пахча çимĕç
«ШĂМĂРШĂРИ Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» ушкăн волонтерĕсем - округри Пĕрремĕшсен юхăмĕн председателĕ Надежда Константинова ертсе пынипе - кашни кунах СВОри боецсем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеççĕ.
Волонтер ушкăнĕнче хальхи вăхăтра «Ятарлă çар операцийĕнчи паттăрсем валли - килти пахча çимĕçрен хатĕрленĕ апат» акци старт илчĕ. Ачасем чăн малтан хăяр маринадлама пуçларĕç. Надежда Константинова ачасене вĕрентсе - кăтартса тăрать, çамрăк волонтерсем хаваспах банкăсене хăярпа тултараççĕ. Малти линири боецсем валли маринадланă пахча çимĕçе ăсатсах тăраççĕ. Надежда Константинова килти хуçалăхри пахчара çитĕнтернĕ хăярпа техĕм кĕртмелли ỹсен тăрана волонтерсене кỹрсе паракан Шăмăршă çыннисене чĕререн тав тăвать.
С.ИВАНОВ.