Шкул урамне асфальт сараççĕ
«ХĂРУШСĂРЛĂХСĂР çулсем» проектпа килĕшỹллĕн, хальхи вăхăтра Карапай Шăмăршă ялĕнчи Шкул урамне асфальт сараççĕ. Подрядчик - А.И.Макаров уйрăм предприниматель - пуçăннă ĕçе çывăх вăхăтрах вĕçлесси пирки шантарать. Çул тунă çĕрте ĕç пахалăхне халăх контролерĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ.