«Сывлăх патне - утăм» проект - Пăчăрлă Пашьелĕнче

ИЮЛĔН 24-мĕшĕнче Шăмăршă район больницин мобильлĕ диагно- стика пункчĕ Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пулнă. «Сывлăх патне - утăм» проектпа килĕшỹллĕн, тухтăрсем ял çыннисене йышăннă. Пĕр кун хушшинче 120 çыннăн сывлăхне тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ.

Тухтăрсем 49 çыннăн - юн пусăмĕ ỹссе кайнине, 12 çыннăн - диабет аталанас палăрăм пуррине, 73 çыннăн йывăрăшĕ нормăран чылай пысăкрах пулнине палăртнă. Тĕрĕслỹ вăхăтĕнче 83 çынна - сывлăха тарăннăн тĕрĕслемешкĕн - терапевт патне направлени панă.



31 июля 2026
15:51
Поделиться