СВО ветеранĕсен аса илĕвне çыраççĕ
ШУПАШКАРТА ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсен аса илĕвне чăвашла тата вырăсла цифр архивĕ валли çырса илеççĕ. Кун пирки пире «Тăван çĕр-шыв сассисем» проект ертỹçи Надежда Булычева пĕлтерчĕ.
Видеоархив материалĕсене Наци музейĕнче упрама хăварĕç, шкулсемпе библиотекăсене патриотизм воспитанийĕн тĕллевĕпе валеçсе парĕç.
Аса илỹ çырмалли площадка валли «Родина Zа нами” выставкăна суйласа илнĕ. Вăл Чăваш наци музейĕнче вырнаçнă (Шупашкар, Хĕрлĕ лапам, 5\2.)
В.КУДРЯШОВ.