СВО ветеранĕсене - психологи пулăшăвĕпе наставник вĕрентĕвĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕн «Мирлĕ пурнăç патне - утăм» проекчĕ анлăлансах пырать. Хальхи вăхăтра ветерансене психологи пулăшăвĕ парасси тата наставниксем вĕрентесси чăн мала тухса тăчĕ.

Çак задачăсем мĕнле пурнăçланса пынине Правительство çуртĕнче иртнĕ черетлĕ канашлура сỹтсе явнă.

Çỹлте асăннă проектпа килĕшỹллĕн, боецсен арăмĕсемпе СВО ветеранĕсем валли ушкăнлă «Тыл территорийĕ: психологи канăвĕ» тренингсем ĕçленине палăртнă. Кирлĕ пулсан, специалистсем кашнинех консультаци параççĕ.

Республикăра СВО участникĕсен клубĕсем ĕçлеме пуçланă, унта ветерансем ĕçе вырнаçнин тата професси вĕрентĕвĕн опычĕпе паллаштараççĕ. Çавăн пекех «Пулăшу десанчĕ» ĕçлени те СВО ветеранĕсемпе вĕсен çемйисене право ыйтăвĕсене татса панă çĕрте пысăк çăмăллăх кỹрет.

Е.ЖОЛОБОВА.



31 июля 2026
15:34
Поделиться