Тинĕс çар Флочĕн ветеранĕсемпе - тĕл пулу
ÇАК кунсенче Васанти Герман Ларшников-Пэхет ячĕллĕ историпе краеведени музейĕнче Тинĕс çар Флочĕн ветеранĕсен тĕл пулăвĕ иртнĕ. Музей заведующийĕ Ираида Ефимова ветерансемпе экскурси ирттернĕ, çар морякĕсен паттăрлăхĕпе паллаштаракан экспонатсем çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăнă.
Программăна тĕрлĕ çулти моряксем СВО валли маскировка сечĕ çыхма хутшăнни тата та пуянлатнă. Çав кунах тинĕспе океан паттăрĕсем ял масарне çитсе Каспи флочĕн матросĕн вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хунă.
М.ИВАНОВ.