Туристсем те каплансах килĕç, Баскака çут çанталăк газĕ те çитĕ...

Туристсем те каплансах килĕç,  Баскака çут çанталăк газĕ те çитĕ...

е округ аталанăвĕн Комплекслă программи хăçан ĕçлеме пуçлĕ?

КĂÇАЛХИ февралĕн 2-мĕшĕнче округ администрацийĕ Шăмăршă муниципалитет округĕн 2025-2030-çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине йышăннă. Çак программăн тĕп тĕллевĕ - экономикăпа социаллă сфера аталанăвĕн никĕсĕ çинче округра пурăнакансен пурнăçне малалла лайăхлатасси. Ахальтен мар ĕнтĕ программа хатĕрленĕ чух халăх шухăшне те шута илнĕ.

Комплекслă программа 1 драйвер проектран (ăна пурнăçлама уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ - 250 миллион тенкĕ), 12 инвестици проектĕнчен (499,5 миллион тенкĕ) тата инфраструктурăн 66 проектĕнчен (2477,9 миллион тенкĕ) тăрать.

Тен, мана кăна мар - ытти нумай çынна та - «драйвер» сăмах мĕне пĕлтерни интереслентерет пулĕ. Тупсăмĕ ансат иккен: драйвер (driver) - акăлчан чĕлхинчен кĕнĕ сăмах, «водитель, двигатель» тенине пĕлтерет. Çапла вара, драйвер проект округ экономикине аталантармалли двигатель пулса тăмалла.

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче драйвер проект пирки «Хăçан: Шăмăршă хăмли, чи хăватли", - тесе юрлăпăр-ши?» статья пичетленнĕччĕ те, ун çинче нумай чарăнса тăмăп. Статьяра асăнманнине çеç каласа хăварам: проект ĕçлеме пуçласан, тĕрлĕ шайри бюджета çулталăкра 5 миллион тенкĕрен кая мар налук укçи кĕмелле, округра çĕнĕрен 30 ĕç вырăнĕ уçăлмалла, çулталăкра 40 миллион тенкĕрен кая мар тупăш илмелле. Хăмла ĕрчетес ĕçе укçа- тенкĕ хывма килĕшнĕ инвестор тупăннă ĕнтĕ, вăл 500 гектар ытла çĕре арендăна илме палăртать.

Маларах Комплекслă программăна 12 инвестици проектне те кĕртни çинчен асăннăччĕ. Çак проектсенчен 10-шĕ - агропромышленность комплексĕн сферинче. Унта хăмла туса илессине çĕнĕрен чĕртсе тăратасси те, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме тата самăртма витесем тăвасси те, тырă хранилищисене реконструкцилесси те кĕрет. Çавăн пекех округра пулă ĕрчетме те пуçăнасшăн. Тинех район хаçачĕн сĕнĕвне шута илчĕç иккен!

Икĕ проект туризма аталантарассипе çыхăнни те савăнтармалла. Ваттисем: «Тытман упа тирне ан сĕвĕр!» - тенĕ пулин те, округ территорийĕнче туристсем валли хăна çурчĕсем тăвасса, çул хĕрринчи сервис аталанасса, А-151 автомагистраль хĕррипе кафе, техникăна пăхса яракан станципе юсав мастерскойĕ çĕкленессе шанас килет. Урăхла епле-ха: Комплекслă программа мĕнле пурнăçа кĕнине Шупашкар хăй тĕрĕслесе тăма палăртнă. Кунта унталла та кунталла пăркаланнипе, сăмах парса, ăна пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшманнипе хăтăлса юлаймăн.

Шăмăршă муниципалитет округĕн аталанăвĕнче инфраструктура проекчĕсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, вĕсем пирĕн - 66 тан. Çав шутра 29 проект (1177,9 миллион тенкĕлĕх) - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарассипе, 5 проект (346,6 миллион теннкĕлĕх) - транспортпа çул-йĕр хуçалăхне аталантарассипе, 9 проект (191,7 миллион тенкĕлĕх) - культурăна çĕклессипе, 8 проект (146,6 миллион тенкĕлĕх) - вĕренỹ ĕçне пулăшассипе, 3 проект (64,9 миллион тенкĕлĕх) - физкультурăпа спорта вăйлатассипе, 5 проект (531,2 миллион тенкĕлĕх) - сывлăх сыхлавне лайăхлатассипе, 2 проект (9,2 миллион тенкĕлĕх) - социаллă сферăпа ĕç рынокне аталантарассипе, 5 проект (9,8 миллион тенкĕлĕх) пурнăç хăрушсăрлăхĕшĕн кĕрешессипе çыхăннă.

Программăри чи пысăк мероприятисене каласа хăварар-ха:

- 80 километр ытла водопровод сечĕ тумалла;

- тасатакан сооруженисемпе канализаци сечне реконструкцилемелле;

- Баскакпа Муллиная паççулккисене çутçанталăк газĕ кĕртмелле.

Çак мĕн пур ĕçе тума 1,2 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать.

Транспортпа çул-йĕр хуçалăхне аталантармалли проектра автомобиль çулĕсене юсамашкăн 346,6 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Кунта «Пуянкасси-Хайпăла» çула тăвасси те кĕрет (250,0 миллион тенкĕлĕх).

Сывлăх сыхлавĕн сферинчи 5 проект медицина учрежденийĕсене тĕпрен юсассипе (531,2 миллион тенкĕлĕх) çыхăннă. Заказчикĕ - Чăваш Республикин Сывлăх министерстви.

Комплекслă программăри 8 проект валли уйăракан 146,6 миллион тенкĕ укçапа шкулсемпе ача сачĕсене тĕпрен юсама тата вĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртме палăртнă.

Культурăпа çыхăннă проектсенчи укçа-тенкĕ Пăчăрлă Пашьелĕнче модельлĕ библиотека уçма тата Шăмăршăра ача-пăча искусствин шкулне тума (пĕтĕмĕшле сумма - 191,2 миллион тенкĕ) кайĕ.

Комплекслă программăна Карапай Шăмăршăри интернат çуртра 9,2 миллион тенкĕлĕх тасатакан сооружени тăвассине те кĕртсе хăварнă. Заказчикĕ - Чăваш Республикин Ĕç министерстви.

Тỹрех калатăп: çав тери илĕртỹллĕ программа, ăна туса хатĕрлекенсем мухтава тивĕç. Маларах асăнса тухнă мĕн пур ĕç тăвăнсан, Шăмăршă муниципалитет округĕ туристсене илĕртме пуçлĕ, пирĕн тăрăхри халăх пурнăçĕ чылай лайăхланĕ, ĕçсĕрлĕх шайне нумай чакарса, çамрăксене хамăр патăмăрта çирĕ плетсе хăварма условисем пулĕç. Çакă, паллах, демографи шайне лайăхлатма та пулăшĕ.

Çав вăхăтрах ваттисем: «Юлнă ĕç çине юр çăвать», - тенине те асра тытасчĕ. 2026-çулăн пĕрремĕш çур çулĕ иртсе кайрĕ, Комплекслă программа вара хальлĕхе хут çинче кăна-ха. Çанăсене питĕ вăрах тавăрмастпăр-ши, ертсе пыракан вырăнта ĕçлекен юлташсем?

Ив.САЛАНДАЕВ.

 



31 июля 2026
15:37
Поделиться