Укçа илтĕн пулсан, ĕçне кăтарт!
ВЕДОМСТВĂСЕМ хушшинчи комисси социаллă контрактпа килти хушма хуçалăха аталантармашкăн патшалăхран укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илнĕ граждансене тĕрĕслеме пуçăннă. Иртнĕ эрнере комисси Кивĕ Чукалпа Çĕнĕ Чукал ялĕсене çитнĕ. Тĕрĕслỹ нумайăшĕ патшалăх панă укçапа тĕллевлĕ усă курнине - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăннине - кăтартса панă.
Çак кун комисси 20 кил-хуçалăха çитме палартнă пулнă. Шел пулин те, темиçе çурт хапхи çинче çăра çакăнса тăнипе, картишне кĕрсе курайман. Вĕсем патне тепре килме тивĕ.