Çул аяккинчи тĕмсене тасатнă
КИВĔ ЧУКАЛ тата Вырăс Чукал ялĕсенче пурăнакансем автоçулăн икĕ енĕнче те тĕмсем сарăлса ỹсни, çакă водительсене çула пăхса пыма хытă чăрмантарни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак хыпара эпир çийĕнчех округ администрацине çитертĕмĕр.
«Дорстарт» ООО - подряд организацийĕ - автоçул аяккипе ỹсекен тĕмсене касса-тасатса тухрĕ, халĕ автомашинăпа çỹреме хăрушлăх çук», - пĕлтерчĕ пире округ администрацийĕн строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ Максим Кудряшов.