Вишневский ячĕллĕ госпитале - черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ
А.А.Вишневский ячĕллĕ госпитале Шăмăршă муниципалитет округĕ черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Груза волонтерсемпе ял çыннисем хатĕрленĕ.
Гуманитари пулăшăвĕн коробкисемпе хутаçĕсенче - харпăр-хăй гигиенин япалисем, ĕçмелли шыв, йăлара усă куракан хими хатĕрĕсем тата ытти те. Черетлĕ груз пуçтарнă чухне аманнă боецсем валли аялтан тăхăнмалли меллĕ çи-пуç ытларах хатĕрлесси çине тимлĕ пăхнă.
Округри волонтерсем госпитальте сипленекен паттăрсем валли тепĕр груз ăсатма хатĕрленеççĕ.
Г.МИХАЙЛОВА.