Вут-кăвар тухасран асăрхануллă пулмалла
ИЮЛĔН 24-мĕшĕнче округ администрацийĕнче иртнĕ оперативлă канашлура çуллахи вăхăтра вут-кăвар тухасран асăрхануллă пулмалли çинчен калаçнă.
Канашлу ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев ертсе пынă.
Пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнине кура, граждансене тата транспорта вăрмана кĕрсе çỹрессине чарасси пирки ыйту çивĕч тăрать. Çавăн пекех вăрман хĕрринче патруль çỹремеллине, граждансене вăрмана кĕме юраманни çинчен асăрхаттарсах тăмаллине палăртнă.
Канашлура шыв çинчи хăрушсăрлăха ỹстерес ыйтăва та çивĕч çĕкленĕ. Округра пурăнакансен - уйрăмах ачасен - ятарласа йышăннă вырăнта çеç шыва кĕме юрать. Ачасем шыва кĕнине аслисен асăрхаса тăмалла.
Е.ИВАНОВА.