«Ак çапла, ак çапла ыраш выраççĕ...»

«Ак çапла, ак çапла ыраш выраççĕ...»

«ЭпĔ чăваш халăхĕн пĕр пайĕ пулни - савăнăç та телей, нимпе тан- лаштарайми мăнаçлăх! Несĕлсен йăли-уявне, тумтирне те тĕррине ытараймастăп!»

Çак сăмахсем чĕрене кĕрсе вырнаçрĕç. Вĕсене калаканĕ - Васанта çуралса ỹснĕ Николай Измуков.

Хăй вăл салтак тумне хывнăранпах Питĕрте (Ленинградра) пурăнать. Ĕмĕр тăршшĕпех стройкăра трубоукладчикра тар тăкнă,. Ĕç ветеранĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Çуркунне тăван ялне таврăнать те кунта çу каçать. Çуралнă килĕнче никам та çук халĕ, ашшĕ-амăшĕн никĕсне çĕнетсе-пăхса тăрассине вара чи пирвайхи тивĕçĕ вырăнне хурать. Кил-хуçалăха тăрăшсах «сиплет», çĕнĕ мунча та лартнă. Пĕчĕк пахчара туйăсем тỹпене кармашаççĕ, тĕмпе ỹсекен чечек- сем таврана илем кỹреççĕ. Унти тата урамри курăка çулсах тăрать Николай Яковлевич. Пур çĕрте те - тирпейлĕ, хăтлă, илемлĕ!

Анкартинче... ыраш пусси. Вăйлă çитĕннĕ кăçал тыр-пул. Тупмалли юмахри пек каласан, «тинĕс мар, пĕлĕт мар - хумханать». Ылтăн пучахсем хресчен чунлă хуçана тав туса пуç тайнăн туйăнать.

Чăвашлăха чунтан савса, вырма йăли-йĕркине фотопа видео çине куçарма шухăш çуралнă Николай Яковлевичăн. Кун пирки ЧР тава тивĕçлĕ этнокультура ĕçченĕпе Анджела Егоровăпа калаçнă. Ырланă ентешĕн пуçарăвне Анджела Витальевна. Хăйĕ нчен мĕн кирлĕ - пулăшма шантарнă.

... Июль вĕçĕн çу пек шăранса тăракан хĕвеллĕ кунĕ. Пир кĕпеллĕ, тĕрĕллĕ саппунлă та явлăклă чăваш хĕрарăмĕсем, аллисене çурла та апат-çимĕç тытса Измуковсен килне пухăнчĕç. Вĕсене кил хуçи Николай Измуков, Петр шăллĕпе Светлана кинĕ Измуковсем, çывăх тăванĕсем - Валерипе Людмила Козловсем тараватлăн кĕтсе илчĕç. Шăллĕпе ун Саша ывăлĕ вара операторсем пулчĕç. Пĕри - фотоаппаратпа, тепри видеокамерăпа ĕлĕкхи йăла-йĕркене ỹкерчĕç.

... Ана çинчи чечексем пек курăнаççĕ мимене (нимене) килнĕ хĕрарăмсем, уява пухăннă тейĕн. Тĕрлĕ тĕслĕ çи-пуç çинче çурласем хĕвел çутинче йăлкăшса илни çеç ĕç çине аса илтерет. Çапла, умра - вырма.

- Ытарма çук илемлĕ паян çанталăк!

- Шăрăх çав...

- Тем мар. Чăтатпăр. Чăваш - тỹсĕмлĕ!

- Айтăр, пуçлар!

Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан хисеплĕ çын - Нина Ларшникова ĕç ветеранĕ - аллисене çỹлелле çĕклесе Пỹлĕхçе, çут çанталăкăн мĕн пур ырă пулăмне, Çĕр аннене акнă тырра ăнтарнăшăн тав турĕ:

- Эй, аслă Туррăмăр! Çутă Хĕвел ăшшипе, Çумăр сиплĕхĕпе, Çĕр аннемĕр ырлăхĕпе Эсĕ пире хамăр алă вăйĕпе çак ыраша çитĕнтерме хăват патăн. Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пулчĕ. Ыраш туни - хăмăш пек, пучахри тĕшĕ - пăрçа пек. Тайма пуçăмăр Сана тата çак ырă Вăйсене, тулăх тыр-пул панăшăн. Пилле пире, Туррăмăр, ăнса пулнă ыраша тĕрĕс-тĕкел вырса пухса илмешкĕн. Ывăçа кĕрекен пучахран - ытама кĕрейми кĕлте, кĕлтерен - пỹ çитми сурат пулччăр.

Йышăнсам, Çĕр аннемĕр, пирĕн кучченеçĕмĕре. Тавах Сана кивĕрен çĕннине çитернĕшĕн, курак-чакак сикки сикмелĕхне пар пире, утнă çĕрте утса вырма, чупнă çĕрте чупса вырмалăх вăй-хăват пар пире!

Нина Александровна тăпра ăшне çăкăр, çăмарта, чăкăт хучĕ.

Пуçланчĕ вара хĕрỹ ĕç çи! Йывăр пучахлă ыраш хăмăлĕсем кăчăрт-кăчăрт! та кăчăрт-кăчăрт! касăлчĕç çурласемпе. Типĕ пучахсем пĕр-пĕрин çумне сĕртĕнсе кăштăр-кăштăр сасă кăларчĕç. Ĕç кĕвви чуна çунатлантарчĕ. Акă хайхи ĕçчен алăсен вăйĕпе тирпейлĕн кĕлте хыççăн кĕлте çыхăнчĕ. Кĕлтесене пĕр-пĕ рин çумне тĕршĕнтерсе лартрĕç.

- «Майра пуçĕ» тăвас! - терĕç харăс- сăн хĕрарăмсем.

- Мелне пĕлетĕр-и-ха? - ыйтрĕç арçынсем.

- Паллах, пĕлетпĕр! - терĕ Васан шкулĕн поварĕ Анджела Егорова.

Вăл пĕр кĕлтене илсе пучах хăмăлне çĕр çине шаккарĕ (тикĕслерĕ ĕнтĕ), пуç хĕрлĕ тытрĕ. Пучахсене çĕрелле усăнтарса çурмаран хуçлатрĕ. Çак кĕлтене, пучахĕсене аялалла ярса, ушкăн кĕлте тăррине лартрĕ. Çапла, «майра пуçĕ» пулса тăчĕ. Аякран пăхсан, чăн та, майра!

- Çакăн пек «майра пуçĕ» çумăр каясран тата кĕлтесем йăванасран сыхлать, _ ăнлантарчĕ Анджела Витальевна.

... Вырма ĕçĕ хыççăн ĕшеннĕ халăх курăк çине ларса апатланчĕ. Несĕлĕмĕрсем çĕр ĕçне тунă вăхăтра çинĕ ыраш çăкăрĕпе, çĕнĕ çĕр улмипе, чăмăрла çăмартапа, чăкăтпа, аш-какайпа, уйранпа сăйланчĕ. Чăваш наци апат-çимĕçне ĕлĕкхи савăт-сапаран - тăм чашăкпа куркаран, йывăç кашăкран, çăка хуппинчен хуçса-авса тунă пештĕртен çини-ĕçни йăла-йĕрке уявне хутшăнакансене аваллăха лекме пулăшрĕ.

- Ыраш çапма комбайн кĕртиччен авалхи йăлапа вырма ĕçне пуçăнас килчĕ, - ĕмĕчĕ тулнипе савăнăçне пытараймасть кил хуçи. - Çакă атте-аннене, асатте-асаннене чыс туса асра тытни пулĕ терĕм. Ан тив, халь çĕр ĕçне техника тăвать, анчах та çурла авалтан чи кирлĕ ĕç хатĕрĕ пулнине ачасемпе мăнуксен пĕлмеллех. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене пĕлни те çамрăк ăрушăн пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Наци сăн-сăпачĕ - йăла-йĕркере, сăмахлăхра, çи-пуçра, савăт-сапара, апат-çимĕçре. Чăвашлăха пурнăç йĕрки тата ĕç урлă упрама тăрăшасчĕ.

Çак сăмах çумне мĕнех хушайăн. Аякри Питĕрте пурăнакан ентешĕмĕр - чăваш чунлă Николай Измуков пек çынсем пур чухне йăла-йĕркемĕр те пĕтмĕ, чăвашлăхăмăр та çухалмĕ.

Зинаида СВЕКЛОВА.

Автортан. Хаçатăн черетлĕ номерне хатĕрленĕ чухне Васантан хыпар çитрĕ. Çанталăк условийĕсене кура тата ыраш пĕрчисем ан тăкăнччăр тесе, Николай Измуков ыраш пуссине хăех çурлапа вырса пĕтернĕ. «Майра пуçне» хывнă кĕлтесене виçĕ кун типĕтнĕ хыççăн автомашина çине тиесе комбайн патне леçнĕ. Комбайн ыраша çапса тĕшĕленĕ. Çĕнĕ тырă - усă курма хатĕр. Ку - çĕр ĕçченĕн ырми-канми ĕçĕн «çимĕçĕ», унра - пурнăç тĕвви, шанчăклă малашлăх!!



07 августа 2026
14:46
Поделиться