Çанталăк чăрмантарать пулин те

ОКРУГ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, çумăр тăтăш çуса тăнине пăхмасăр уй-хир ĕçĕ чарăнса ларман.

Комбайнсем халĕ кĕрхи тулă вырса çапаççĕ. Çак культура округра 1317,2 гектар йышăнать пулсан, хальлĕхе 400 гектар ытла пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç - гектартан 40 центнер.

Вырма ĕçĕ «АгроТрансПорт» ОООра, Елена Пондякова, Василий Павлов, Игорь Быков, Александр Егоров фермер хуçалăхĕсенче сарăлсах пырать.

Фермер хуçалăхĕсем кĕр тырри акма çĕр хатĕрлеççĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



07 августа 2026
14:29
Поделиться