Чиркỹ патĕнче - субботник

ÇАК кунсенче Анат Чаткасри Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Николай Святитель ячĕллĕ чиркỹ патĕнче субботник иртнĕ, унта 40-е яхăн çын хутшăннă.

Ял çыннисем йĕри-таврари çỹллĕ ỹснĕ курăка çулнă тата территорие тирпей-илем кĕртнĕ.

Чиркỹ патĕнче А.Д,Алимов уйрăм предприниматель ертсе пынипе хĕрỹ ĕç пырать. Ял çыннисем тавралăх куç умĕнчех улшăнса-илемленсе пынишĕн чунтан савăнни çинчен пĕлтернĕ.



07 августа 2026
14:34
Поделиться