Чукун çулсăр, пăравуссăр пĕчĕк Канашри пысăк савăнăç

Чукун çулсăр, пăравуссăр пĕчĕк Канашри пысăк савăнăç

Умĕн калани

ХИР варринчи çак пĕчĕк паççулккă икĕ ятлă: хут çинче - «Канаш», халăх хушшинче - «Пуянкасси».

 

Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи чăваш тата тутар ялĕсем хушшинче вырнаçнăскер, Канаш паççулккин кун-çулĕ иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче çырăнма пуçланă. Канашсем хăйсен тĕп ялне - Шăмăршă тăрăхĕнчи Пуянкассине - «Асаттесен ялĕ», - тесе асра тытаççĕ.

Шăпах çак ялтан куçса килнĕ те Пĕчĕк Пуянкасси - хут çинче Канаш пулса тăнă- скер.

Пуянкасси паççулкки «Канаш» ята 1931- çулта - кунта колхоз йĕркелесен - илнĕ. Канаш _ вырăсла Совет, çĕнĕ власть. «Канаш» колхоз пирки иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Чăваш АССРĕнче шỹт те çỹренĕ. Парти обкомĕн пленумĕнче пĕрремĕш секретарь çапла каланă пулать:

- Шăмăршă районĕнчи «Канаш» колхозра пĕр коммунист та çук!

Ку - йĕркесĕрлĕх! Коммунистсăр колхоз Совет Союзĕнче те пĕртен пĕр «Канаш» кăна!

Çак пленум хыççăн Канаш паççулккине Шупашкартан тата Шăмăршăран инструк- торсем пынă, пĕр эрне кунта пурăнса, виçĕ çынна ĕçтерсе тата ỹкĕтлесе - партие илнĕ.

Шăмăршăран - 25, Шупашкартан 185 çухрăмра вырнаçнă çак пĕчĕк ялтан 18 çын Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Питĕ шел, 11-ĕшĕ вăрçă хирне выртса юлнă. Киле таврăннисем - пĕр тăван Петрпа Сергей Богатовсем, Александр Викторов, Иван Викторов, Кирилл Григорьев, Фалалей Григорьев тата Василий Емельянов - мĕн ватăличченех колхозра ĕçленĕ.

«Канаш» колхоза «Шемуршинский» совхозпа пĕрлештерсен кунти мĕн пур техникăна пуçтарса кайнă, выльăх-чĕрлĕх витисене те салатса пĕтернĕ. Каярахпа - совхоз хăй те аркансан - Канаш паççулккине Шăмăршăри «Сельхозхими» предприятин хушма хуçалăхĕ туса хучĕç. Аванах йĕркеленсе кайнăччĕ кунти ĕç-пуç: кивĕ витене юсаса, вăкăрсем самăртма тытăнчĕç, сысна ферми йĕркелесси пирки те сăмах пыратчĕ.

Самана улшăнчĕ те, «Сельхозхими» те пĕтрĕ. Паççулккăри вăй питти çынсем ĕçсĕр тăрса юлчĕç. Çапла çамрăксем хулана куçса кайрĕç, Канаш паççулккинче ытларах пен- сионерсем çеç пурăнма тытăнчĕç. Çирĕм çул каялла яла çити асфальт сарса пани те çамрăк çемьесене илĕртмерĕ.

Çакăн пек пĕчĕк те ĕçчен паççулккăн 90 çул ытларахри тумхахлă та савăнăçлах мар кун-çулĕ.

 

«Ватăлатпăр, тăван, ватăлатпăр»

КАНАШ паççулккинчи хисеплĕ çынсен йышĕнче - Викторовсем. Владимир Ивановичпа Лидия Ивановна ял хавалне тытса пыраççĕ, пахчара ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе чун канăçне тупаççĕ.

Лидия Ивановна - кỹршĕри Çĕнĕ Упи ялĕн хĕрĕ. Канаш паççулккин маттур каччи,тин çеç Тинĕс çар Флотĕнчен таврăннă Володя Викторов чечек пек илемлĕ хĕр пуçне çавăрнă-çавăрнах: çамрăксем 1976-çулхи июль уйăхĕнче туй туса пĕрлешнĕ.

Лидия Ивановна - педагог пĕлĕвне илнĕскер - нумай çул хушши паççулккă ачисене вулама-çырма вĕрентнĕ, ача сахаллипе шкула хупсан кỹршĕри Çĕнĕ Упире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Владимир Иванович - Вăрнарти совхоз-техникумра агронома вĕренсе тухсан - «Шемуршинский» совхозра тата «Сельхозхими» предприятире бригадирта тăрăшнă, каярахпа Çĕнĕ Упи шкулĕн завхозĕ пулнă.

Ăçта кăна ĕçлесен те, Викторовсем ырă ята тивĕçнĕ, ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене Хисеп грамотипе пĕрре кăна чысламан.

Паççулккăри шкул хупăнсан та, Викторовсем унăн çуртне тирпейлĕ тытса тăраççĕ, кунта халь-халь шăнкăрав янăрассăн туйăнать. Класри парттăсем, шур тăмпа «Анне», «Тăван çĕр-шыв» сăмахсене çырнă доска, кивĕ кĕнекесемпе тетрадьсен çĕклемĕ хăçантăр кунта ачасем пĕлỹ пухнине аса илтереççĕ.

- Кĕретĕп те хăш чух пушă шкул çуртне, куçсем шывланаççĕ, - тет Лидия Ивановна. - Манăн çеç мар - округра хупăннă темиçе шкул учителĕн чунĕ çапла ыратать пулĕ.

Викторовсем тата ытти хастар чунтан тăрăшнипех, иртнĕ çул паççулккăра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ял çыннисене чысласа çĕнĕ палăк лартнă. Палăк йĕри-таврашне те тирпейлесе тăраççĕ. Викторовсем СВОра çапăçакан салтаксене пулăшассине те чăн мала хураççĕ. Кỹршĕри Çĕнĕ Упи клубĕнче хỹтĕлев сетки, килте чăлха çыхаççĕ.

Паççулккăра ытарах ваттисем пурăнни çинчен маларах асăннăччĕ ĕнтĕ. Аслă ăру çыннисем кичемленсе ан ларччăр тесе, Владимир Иванович мăшăрĕпе пĕрле каçсерен урама тухать те, аллине хут купăс тытса, чăваш кĕввисене шăрантарать. Çапла ялта пĕчĕк концерт пуçланать: ваттисем ĕлĕкхи юрă-такмака аса илеççĕ, пурте пĕрле савăнаççĕ.

Çак кунсенче паççулккăра пысăкран та пысăк савăнăç пулчĕ: Викторовсем «ылтăн туйне» паллă турĕç. Лидия Ивановнăпа Владимир Ивановича чыслама округ центрĕнчен те хаклă хăнасем килсе çитнĕ. Шăмăршă ял территорийĕн уйрăмĕн пуçлăхĕпе Андрей Удинпа ЗАГС пайĕн заведующийĕ Татьяна Матвеева юбилярсене чун-чĕререн саламларĕç, чечек çыххипе, парнепе тата Тав çырăвĕпе хавхалантарса хăварчĕç.

Телейлĕ мăшăра çавăн пекех ывăлĕпе хĕрĕ, ултă мăнукĕпе пĕр кĕçĕн мăнукĕ тата мĕн пур тăванĕ салам сăмахĕпе савăнтарчĕç. Вĕсем çеç-и - паççулккăра пурăнакансем пурте юбилярсене саламлама килнĕ!

Эпир те - журналистсем - Канаш паççулккинчи хисеплĕрен те хисеплĕ çемьене «ылтăн туйпа» саламласа çапла калатпăр:

- Купăсна кала, Володя хăта,

Юрруна юрла, Лидя тăхлачă.

Телейпе ирттерĕр вăхăта,

Чунăрпа пулсамăр хĕрпе каччă!

Ив.САЛАНДАЕВ.



07 августа 2026
15:17
Поделиться