«Физкультурăна юратăр, вара сывлăхлă пулатăр!» - çапла каласа хăварчĕç тухтăрсем Васан ялĕнче пурăнакансене
ЯЛТАН ЯЛА çỹрет Шăмăршă район больници йĕркеленĕ мобильлĕ медицина бригади. Хальхинче «Сывлăх патне - утăм» проект уссине Васан ялĕнче пурăнакансем курса ĕненчĕç.
...Куçса çỹрекен медпункта ял çыннисем килсех тăраççĕ. Пĕри теприне калать те - хыпар кашни урамрах хăвăрт сарăлать.
- Чир аптăратмасть пулин те, тухтăрсем яла килнипе усă курса юлмаллах, - сăмахлаççĕ кунталла утакансем. Çапла çуллахи вăрăм кун тăрăшшĕнче 102 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ. Халăх йышлăн килнипе тухтăрсем те кăмăллă: вĕсем хаклă вăхăта шеллемесĕр инçе çула тухни сая каймасть, çынсен сывлăхĕ пирки те лайăхрах пĕлме пулать.
«Чир аптăратмасть-ха», - тесе калаçакан чипер хĕрарăмăн холестерин виçерен пысăк иккен. Тата юнри сахăр та ỹссе кайнă.
- Вăт сана! Хам чирлине пĕлмесĕ- рех пурăннă вĕт! - пăшăрханать хĕрарăм. Надежда Петрова терапевт ăна ăшшăн калаçса лăплантарать: хальлĕхе хăрушă мар-ха, çапах та тухтăр хушнине çирĕп пурнăçламалла!
Тĕрĕслỹ 29 çыннăн - юн пусăмĕ пысăккине, 42 çыннăн - холестерин виçи çỹлелле кармашнине, 14 çыннăн диабет аталанас хăрушлăх пуррине кăтартса панă. 60 çын вара - тĕрĕслеве килнисенчен çурри - кирлĕ виçерен самăртарах иккен. Тухтăрсем вĕсене физкультурăпа туслă пулма, тĕрĕс апатланма консультаци пачĕç.
Ялти икĕ çыннăн куç пусăмĕ (глазное давление) пысăк пулни те больницăна васкавлăн кайма хушать. Куç чирĕ - шỹт мар, суккăрланас хăрушлăх та пур. Анна Любимова офтальмолог куçа вăхăтра сиплени йывăр чиртен хăтăлма пулăшнине каласа ăнлантарчĕ.
КУЛЛЕНХИ ĕçре шурă халатлă сывлăх сыхлавçисем тав сăмахне питех илтеймеççĕ те пулĕ. Паян вара тĕрĕслеве килнĕ кашни çынах вĕсене тав туса хăварчĕ. Санăн ĕçне çапла пысăка хуни, эсĕ çын сывлăхĕшĕн вăй-хална шеллемесĕр ĕçленине хаклани савăнтармасть-и-ха?
Паллах, савăнтарать!
Ив.САЛАНДАЕВ.
Шухăш
Ираида ЕФИМОВА,
Васан ялĕн старости: - Паян пирĕн ялшăн, чăннипех те, усăллă кун пулчĕ: чи хаклă пуянлăха - сывлăха - тухтăрсем больницăри пек черете тăратмасăрах тĕрĕслеме пултарчĕç, кирлĕ консультаци пачĕç. Ман шутпа, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе ĕçлекен «Сывлăх патне - утăм» проект округ центрĕнчен инçерех вырнаçнă ял çыннисене уйрăмах питĕ кирлĕ. Пирĕн яла килнĕ тухтăрсен бригадине чĕререн тав тăватпăр.