Хăмлаçăсенчен вĕренмелли нумай

ШУПАШКАРТА «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ - 2026» фестиваль программипе «Раççей хăмли» конференци иртнĕ.

Унта Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев тата унăн заместителĕ - экономикăпа ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Татарских хутшăннă.

Шăмăршă округĕнче хăмла ĕрчетме палăртнă май пирĕн делегаци Раççейри малта пыракан хăмлаçăсен ĕç опычĕпе паллашнă, пысăк квалификациллĕ эксперт- семпе тĕл пулса калаçнă.



07 августа 2026
14:28
Поделиться