Хурлăхан тухăçĕ савăнтарать
ШĂМĂРШĂ округĕ юлашки вăхăтра çырла туса илесси çине тимлĕх уйăрма пуçлани савăнтарать. Акă Андрей Миронов фермер 6 гектар хурлăхан çитĕнтерет, çак кунсенче 10,8 тонна çырла пуçтарса суту-илĕве тăратнă.
Пăчăрлă Пашьелĕнчи Александр Улюкинпа Андрей Копылов вара 3 гектар çинче çĕр çырли ỹстереççĕ. Кăçал çырла пысăк тухăç пани çинчен пĕлтерчĕç вĕсем.