Çырла фестивалĕнчен - Дипломпа
ÇАК кунсенче Шупашкарта Çырла фестивалĕ иртнĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакан Марина Васильевăпа Раиса Иванова - ландшафт дизайнĕ енĕпе «Сад Оскарĕ» конкурса хутшăнса - малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă.
Марина Васильева «Сад Оскарĕн» Грант-прийĕ» номинацире çĕнтерỹçĕ Дипломне тивĕçнĕ. Ăна «Фито-Лайн» сад центрĕн сертификатне те панă.
Раиса Иванова «Куракансен кăмăлне кайнăшăн - приз» номинацире çĕнтернĕ, унăн ĕçĕ илемлĕх енĕпе илĕртỹллĕ пулнине палăртнă.