Йытăсем тăшмана çаврăннăшăн кам айăплă?
ТЕМИÇЕ йытă пĕрле пухăнса çỹренине округ центрĕнче те, ялсенче те курма пулать. Ачасем çеç мар, аслисем те хăраççĕ вĕсенчен. Ача сачĕпе шкул çывăхĕнче те йытăсем курăнкалаççĕ. Халăх çỹрекен вырăнта та йытăсем хăйсене хуçа пек туяççĕ. Тапăнса кама та пулин çыртас пулсан, мĕн тумалла? Кун пек чух кам явап тытĕ?
Çак йытăсенчен нумайăшĕ хуçасăр мар вĕт-ха, хăшĕсен мăйкăч та пур. Вĕсен хуçисем мĕн çинчен шухăшлаççĕ-ши? Йытăсемшĕн хăйсем яваплă пулнине пĕрре те ăнланмаççĕ-ши?
Çынсен шухăшĕ яланах икке пайланать: пĕрисем ирĕкре çỹрекен йытăсене тĕп тумалла теççĕ, теприсем çак сĕнĕве паракансене «чунсăрсем» тесе хăртаççĕ. Хăш шухăшĕ тĕрĕссине татса калама та хĕн.
Хисеплĕ вулакансем! Эсир пурăнакан ялта ку енĕпе лару-тăру еплерех? Ирĕкре çỹрекен йытăсем пур-и, сехрене хăпартмаççĕ-и? Редакцие çырса е шăнкăравласа пĕлтерĕр, лару-тăрăва пĕрле уçăмлатма тăрăшăпăр.
А.ПЕТРОВА.