Канализаци тасатнă чухне
ÇАК кунсенче Патăрьел округĕнчи Пăлакасси ялĕнче канализаци тасатнă чухне газпа наркăмăшланса 1 çын вилнĕ, 4-шне больницăна илсе çитернĕ. Иккĕшĕн сывлăхĕ йывăр - вĕсене санавиаци вертолечĕпе Шупашкара илсе кайнă.
Инкеклĕ ĕç пирки прокуратура тĕрĕслев ирттерет.
Канализаци тата нỹхреп тасатнă чухне çав тери асăрхануллă пулмалли çинчен манма юрамасть.
О.ИЧАНКИНА,
округ администрацийĕн мобилизаци ĕçĕн тата граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ.