«Кашни çын маншăн - суйлавçă çеç мар, тăван ял патриочĕ те»
ВĂХĂТ пĕр сисĕнмесĕр малаллах васкать. Акă хĕвеллĕ çу кунĕсем те иртсех пыраççĕ. Ылтăн кĕркунне те инçе мар. Сентябрĕн 18,19, 20-мĕшĕсенче вара - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ.
Çак пысăк яваплă тапхăра суйлав комиссийĕсенче ĕçлекенсем уйрăмах хумханса кĕтеççĕ. Ку ĕçре йăнăшма юрамасть, суйлавçăсен шанăçне таса чунпа тỹрре кăлармалла.
Паян эпир «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн тĕпелне Энтĕрьелĕнче пурăнакан, Карапай Шăмăршăри интернат çуртра ĕçлекен Ирина Федоровăна чĕнтĕмĕр. Вăл - суйлав ĕçĕнче хăйне евĕр рекордсменка: 21 çул - суйлав комиссийĕн председателĕнче ĕçленĕ, юлашки 2 çулĕнче - председатель заместителĕ.
- Ирина Борисовна, пĕрремĕш хут суйлав комиссийĕн членĕ хăçан пулнине манман-и?
- Манман, халĕ те аса илетĕп. 1989-çулта иртнĕччĕ суйлав. Эпĕ ун чух Пуянкасси ялĕнчи библиотекăра ĕçлеттĕм. Суйлав комиссийĕн председателĕ Надежда Петровна Федотова мана - çап-çамрăк хĕр ачана - çапла асăрхаттарса каланăччĕ: «Списока кĕртнĕ кашни çын суйлава хутшăнтăр. Çак кун вăл вăрмана е армана кайнă пулсан та - шыраса тупмаллах!»
Суйлавçăсемпе маларах ăнлантару ĕçне туса пынă, суйлав хăш кун иртнине тата миçе сехетре пуçланса вĕçленнине пурте пĕлччĕр тенĕ. Паллах ĕнтĕ, кандидатсем çинчен те ял çыннисем лайăх пĕлнĕ.
Ун чух çынсем суйлава уява пынă пек пыратчĕç: мăшăрпа, çемьепе, ачисемпе. Çак кун клубра концерт йĕркеленĕ, суйлавçăсене илемлĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ. Унчченхи ырă йăлана халĕ те тытса пыма тăрăшатпăр.
- Ирина Борисовна, Эсир юрă-ташăра ăста пулнине питĕ лайăх пĕлетĕп, концертсенче те, ял уявĕсенче те халăха савăнăç парнелетĕр. Талант тени аçăртан е аннĕртен куçнă-ши?
- Аннерен, паллах. Анне енчисем пурте юрлама юратнă. Манăн кукка - Родион Кириллов - Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Чăвашкассинче çеç мар, Раççейре те паллă баянист шутланнă. Халĕ ун ячĕпе çулленех регионсем хушшинчи фестиваль ирттереççĕ, унта Шăмăршă тăрăхĕнчи купăсçăсем те хутшăнаççĕ. Сăмахран, Карапай Шăмăршăри Геннадий Ильинпа Николай Сидоров VIII- фестиваль лауреачĕн Дипломне çĕнсе илчĕç.
- Хăвăр купăс каламастăр-и?
- Шел те, куккаран вĕренсе юлаймарăм. Юрлама-ташлама вара пĕчĕк чухнех пуçланă.
- Эсир ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕ пама хастар хутшăннине аван пĕлетĕп. Çак ĕçе Эсир чун хушнипе туса пыратăр.
- Манăн юратнă мăшăр - Володя - СВОна хăйĕн ирĕкĕпе кайрĕ. «Тăван çĕр-шывшăн хăрушлăх тухса тăнă чухне килте лăпкă чунпа ларма пултараймастăп!» - тетчĕ вăл. Чĕрене çĕçĕпе чикнĕ пек ыраттаракан хурлăхлă хыпар пĕлтĕмĕр: мăшăрăм фронтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Володьăна тирпейлесе пытарнă хыççăн унăн фронтри юлташне - «Старый» позывнойпа çỹрекен Челябинск вырăсне - шыраса тупрăмăр. «Старый» ун чух Мускаври А.А.Вишневский ячĕллĕ госпитальте сипленетчĕ. Вăл пире Володя мĕнле вилни тата унăн паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕ.
Госпитальте пулса килнĕ хыççăн эпир çемйипех çапла тупа турăмăр: аманнă салтаксемпе офицерсене строя тăратма вăй çитнĕ таран пулăшмалла, çак ĕçе ял-йыша та хутшăнтармалла.
Тупа сăмахне чыслăн тытатпăр: кашни уйăхрах госпитале гуманитари пулăшăвĕ илсе каятпăр. Руль умне хĕрĕм - Ксения ларать.
- Ирина Борисовна, Эсир - ялта çеç мар, округра та пысăк авторитетлă çын, фронтовик мăшăрĕ. Сирĕн шухăшăрпа, кăçалхи суйлав мĕнле иртес пек туйăнать?
- Халăхпа калаçатăп та, пурте тенĕ пекех суйлава каяс шухăшлă. Çулленех чăн малтан сасăлакан Валентина Ананьевна Алексеева (вăл сентябрь уйăхĕнче 78 çул тултарать) çапла каларĕ: «Ура утмасан та, суйлавран юлмастăпах! Киле пырса сасăлаттарасса кĕтетĕп, хамăн тивĕçе пурнăçлатăпах». Кашни çын маншăн - суйлавçă çеç мар, тăван ял патриочĕ те. Вĕсем СВОна пулăшаççĕ, кулленхи пурнăçра ял хавалне тытса пыраççĕ. Вĕсене мĕнле шанмăн-ха? Эпир - йывăрлăхра та, савăнăçра та - пĕрле!
Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.