Купель çинче - ылтăнланă купол
АНАТ ЧАТКАСРА «Ниме - Халăх бюджечĕ» проект яла илем кỹрет. Кунти Чапаев урамĕнче вырнаçнă чиркỹ йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ.
Августăн 2-мĕшĕнче - Илле пророк кунĕнче - купель çине ылтăнланă купол вырнаçтарсан тавралăх хĕвел пек çуталса кайнăн туйăннă. Анат Чаткаса килекенсем ялта пысăк улшăну пуррине асăрхамасăр хăвармаççĕ: чиркỹ патĕнче çав тери тирпейлĕ, каçхине кунта хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен электролампăсем çутатаççĕ, хулари пек илемлĕ тротуар куçа илĕртет, ларса канма теннкелсем вырнаçтарнă тата ытти те.
Халăх тăрăшсан - патшалăх та пулăшать, çакна пуçару бюджечĕпе тăвакан кашни объект яр-уççăн çирĕплетет.
А.АЛЕКСАНДРОВА.