Курса савăн, анчах ан тат!
ПИРĔН вулакансенчен чылайăшĕ Шăмăршă округĕнче çут çанталăк заказникĕ - Чăваш Республикинчи вун тăххăрмĕш номерлĕ управ - пурри çинчен пĕлмест те пулĕ.
Кунта «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕпе пăтраштарма кирлĕ мар: парк вăл - федераци харпăрлăхĕ, унăн тĕллевĕ те урăхла. Вун тăххăрмĕш номерлĕ заказник вара Улмаллăра вырнаçнă. Ăна йĕркеленĕренпе часах 15 çул çитет.
Мĕншĕн заказник валли аякри Улмаллă тăрăхне суйласа илнĕ-ха?
Хуравĕ çапла: заказник территорийĕнче Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ 15 тĕрлĕ ỹсен-тăран çитĕнет. Вĕсен ячĕсене словарьте тупаймарăм, çавăнпа та хăш-пĕрне вырăслах асăнса тухам: желтый лен, гроздовник полулунный, тимьян Маршалла тата ытти те.
Сайра тĕл пулакан вĕçен кайăк та пур: пысăк чĕкеç, путене, тăрна, текерлĕк, ỹхĕ...
Çут çанталăк кĕтесне управа илни Шăмăршă округĕнчи флорăпа фауна пуянлăхне сыхласа хăварма тата ỹстерсе пыма пулăшмалла. 48 гектар йышăнакан заказник территорийĕнче сунара çỹреме, эмел курăкĕ пуçтарма, çỹп-çап тăкмалли вырăн тума тата кăвайт чĕртме пачах та юрамасть.
Шел пулин те, çак чарăва пурте пăхăнасшăн мар çав. Кунта таçтан- таçтан килсе эмел чĕр таварĕ пуçтараççĕ, чей валли матрỹшке курăкĕ хатĕрлеççĕ тата ытти те. Улмаллă вăрманĕнче ỹсекен хитре чечексене те тымарĕпех тăпăлтараççĕ. Кун пирки мана ял çыннисем пăшăрханса каласа пачĕç. Вĕсем çырла тата кăмпа татакансене хирĕç мар, анчах çăмăл автомашинăпа е кустăрмаллă тракторпа вăрман çимĕçне таптаса-çăрса çỹренине хытă сивлеççĕ.
«Улмаллă» заказникре çеç мар, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн территорийĕнче те экологие сиен кỹрекенсем тупăнаççĕ. Çынсене вăрманта тата унăн çумĕнче кăвайт чĕртме юраманни çинчен пин хут каласан та, унта та кунта йĕркене пăсма пăхаççĕ. Наци паркĕн территорийĕнче сунар тĕллевĕпе çỹрени те - саккуна сĕмсĕррĕн пăсни. Хăшĕ-пĕри вăрмана йытăпа пыни çăмарта туса чĕпĕ кăларакан вĕçен кайăксене инкек кỹме пултарать.
Патшалăх çут çанталăка упрассишĕн миллионĕ-миллионĕпе укçа тăкаклать, экологи пуянлăхĕ ỹссе пытăрччĕ тесе тăрăшать. Çакна шута илменни, хамăр ырлăхшăн çеç пурăнни йĕркеллĕ пулăм мар. Тăван çут çанталăка юратма ача чухнех вĕренмелле, вăрмана, улăх-çарана, юхан шывпа çăл куçа упрасчĕ тесе тăрăшмалла.
Ив.САЛАН ДАЕВ.