Çĕнтерĕве ачасем те тỹпе хываççĕ
Çуллахи каникул - шкул ачисемшĕн чи хаваслă вăхăт. Кашниех çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн лайăх канса вăй-хал пухасшăн, сывлăха çирĕплетесшĕн тăрăшать. Кил-хуçалăхра аслисене пулăшасси, спорт площадкинче вылясси те тренировка тăвасси - кулленхи пурнăç йĕрки.
Патриотизмпа хĕмленекен те сахал мар çамрăк ăрура. Акă Пуянкасси ачисем, кунта килнĕ хăнасем кунсерен ялти Культура çуртне çỹреççĕ. Çу тăршшĕпех шỹтлесе-пуплесе, тулли кăмăлпа сăваплă ĕç тăваççĕ. Волонтерсен ушкăнĕн ертỹçи Людмила Федотова кăтартнипе-вĕрентнипе «типĕ» душ хатĕрлеççĕ, маскировка сечĕ çыхаççĕ. Хатĕр япаласене Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕ урлă ятарлă çар операцийĕн участникĕсем валли ăсатаççĕ. Нумаях пулмасть гуманитарин пĕр пайне юсав бригадине парса ячĕç. Çак кунсенче тата тепĕр партие хатĕрлесе çитерчĕç.
Акă вĕсем - мухтава тивĕçлĕ çамрăк волонтерсем: Пуянкасси хĕрачисем - Шăмăршă шкулĕнче вĕренекен Магдалина Мресова, Александра Кириллова, Анна Краснова, Анастасия Тимошкина, ял шкулне çỹрекен Василина Кирил- лова, ача сачĕн воспитанникĕ Эмилия Андреева; хăнасем - пĕр тăван Евге- нийăпа Виктория Александровăсем (Шăмăршă), Пелагея Савельева, Кира Гордеева (Ульяновск), София Андреева, Анастасия Мресова (Шупашкар). Гуманитари япалисене чунтан тăрăшса тăваççĕ. Аслисен ăшă сăмахĕ вĕсене тата хастар пулма хистет.
- Нацистсемпе çапăçакан Раççей салтакĕсене пулăшнăшăн савăнатпăр, - теççĕ маттур хĕрачасем. - Килес Çĕнтерỹре пирĕн, ачасен, тỹпи те пулмалла.
Ачасен пархатарлăхĕнче - ашшĕ- амăшĕн, вĕрентекенсен ырми-канми ĕçĕ.
З.ВОРОБЬЕВА.