Шкул çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр пулĕ

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ вăтам шкулне тĕпрен юсани çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра кунта юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çак кунсенче шкулта Республикăри пĕрлехи заказчик службинчи строительство контролĕ енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-инженер Олег Мулюков пулнă, «Булат» ООО подряд организацийĕ хăйне шанса панă объекта вăхăтра вĕçлессине палăртнă.

Е.ЖОЛОБОВА.



07 августа 2026
14:31
Поделиться