«Шăмăршăсем Шупашкар артисчĕсенчен пĕрре те кая мар!»- çапла ырласа йышăнчĕç Патирек çыннисем автоклуба
ОКРУГРА нумай функциллĕ мобильлĕ культура центрĕ - автоклуб - çитмен ял та сахал юлчĕ.
Çак кунсенче артистсем Патирекре пулса ял халăхне пысăк савăнăç парнелерĕç.
Сцена площадки çинче Централизациленĕ клуб тытăмĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.
Концерт программине тĕрлĕ ăру çыннисен кăмăлне каймалла йĕркеленĕ. Ваттисем те, çамрăксем те хăйсене килĕшекен юрăсене савăнсах итлерĕç, артистсемпе пĕрле юрларĕç те.
Артистсем сцена çинчен анса çерем çине куçрĕç, ял халăхне те ташă картине чĕнчĕç.
Çакăн пек илемлĕ те асра юлмалла иртрĕ Патирекре ял уявĕ.
«Шăмăршăсем Шупашкар артисчĕсенчен пĕрре те кая мар - маттуртарах та!» - çапла каласа чунтан ырларĕç хăнасен пултарулăхне патирексем.
С.ИВАНОВ.