«Сире «аннем» тесех чĕнес килет...»

«Сире «аннем» тесех чĕнес килет...»

Инçе çул та, пĕчченлĕх те хăратман хальхинче те Шăмăршăра пурăнакан Гелия Хамдеева «кĕмĕл» волонтера. Дон çи Ростов хулине - госпитальте сипленекен салтакăмăрсем патне хăй машинипе гуманитари япалисене леçнĕ вăл, 3285 километра парăн- тарнă. Маларах вăл кунта июнь варринче кайса килнĕччĕ.

Пĕрлехи вăйпа пухнă-туяннă-янтăланă чи кирлĕ япаласене хỹтĕлевçĕмĕрсем патне хĕрарăм водитель çитерни - хăйне евĕр паттăрлăх! Сăмах май, ку - тутар хĕрарăмĕн гумани- тари миссийĕпе çыхăннă 56-мĕш çул çỹревĕ.

 Кĕске вăхăтрах япала пуçтарма май килнĕ. Гелия Керимулловна хăй, вăл йĕркеленĕ «Кызлар-йолдызлар», «Йолдыз» ушкăнсем, çавăн пекех Анат Чаткасри волонтерсен ушкăнĕ, Палтиелĕнчи «Ырă чĕресем», Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ», «Ял хĕрарăмĕсем», «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» ушкăнсем чи малтан пуçару кăтартнă. Вĕсем панă гигиена хатĕрĕсем, пылак çимĕç, çи-пуç питĕ нумай пухăннă. Мансур Хайбуллов хазрат (Патăрьел округĕнчи Шăнкăртам ялĕ) - 30 футболка, 200 мăшăр нуски, 100 штук аялти йĕм, 24 мăшăр тапочки, Юрий Тимофеев фермер - 150 штук майка, 10 пин тенкĕ укçа (бензин валли), Надежда Петрова врач - 30 плед, Галина Осипова пенсионер - 50 мăшăр нуски, Глира (хăй çинчен пĕлтерме хушман) - 5 штук плед, Зинаида Федорова пенсионер тата кафе ĕçченĕ Роза - бензинлăх укçа, Мускаври Динара 25 штук футболка парса янă. Ытти нумай çын гражданла позицие кăтартса пулăшу кỹнĕ.

- Госпитальте мана питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç, - каласа парать Гелия Керимулловна. - Урамра уçăлакан боецсемпе нумай калаçрăм, сывлăхĕпе кăсăклантăм, хăвăртрах сывалма сунтăм. Чăваш Енĕн икĕ çамрăкĕпе тĕл пултăм, ентешĕмсемпе чăвашла-вырăсла пуплерĕм. Кунтах вырăс тата тутар юррисене шăрантартăм. Килте хатĕрленĕ чак-чака, печение, хвороста,баурсака пурте юратса çирĕç. Гуманитари япалисем - питех те вырăнлине çирĕплетрĕç госпиталь ĕçченĕсем, чунтан тав турĕç Чăваш Ен волонтерĕсене.

Аманнă салтака апат-çимĕçпе япаларан ытла ăшă сăмах кирлĕ. Шỹтлесе те юрласа, алăран тытса е çурăмĕнчен лăпкаса, ыталаса лăплантарма-хавхалантарма тăрăшрăм, кăмăл туличчен култартăм та. Пĕр боец мана: «Сире «аннем» тесех чĕнес килет...» - терĕ. Хальччен курман-пĕлмен çамрăк сăмахĕ чунăма хускатрĕ...

Çапла, тĕрĕслĕхпе тăнăçлăхшăн кĕрешсе аманнă Раççей салтакĕсемшĕн çав тери пархатарлă ĕç тунă пирĕн «кĕмĕл» волонтер. Паллах, çакă округ гражданĕсен тата кỹршĕллĕ Патăрьел округĕпе Ульяновск облаçĕн ырă чĕреллĕ çыннисем (вĕсем - Г.Хамдеевăн ушкăнĕсенче тăраççĕ) пулăшнипе пулчĕ. Тайма пуçăмăр сире, хаклă Çыннăмăрсем, хисеплĕ Гелия Керимулловна!

Зинаида СВЕКЛОВА.



07 августа 2026
15:13
Поделиться