Сăмахне çирĕп тытнă

ШĂМĂРШĂРИ ипподром çывăхĕнче автомашинăсене лартмалли вырăн кирли çинчен нумай калаçаттăмăр.

Кăçал вара «пăр тапранчĕ» теме пулать: Константин Гришняков уйрăм предприниматель кунта транспорт валли вырăн (парковка) туса пĕтернĕ. Халĕ Акатуй ирттерекен вырăна çитме питĕ лайăх. Çак çулпа çулталăкĕпех усă курма пулать. Уява килекен автомашинăсем валли парковкăра вырăн çителĕклĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



07 августа 2026
14:38
Поделиться