Станислав Ястребов: «Çерем çинче паттăра юличченех кĕрешеттĕмĕр»

РАÇÇЕЙРИ Физкультурник кунне Кивĕ Шăмăршăра пысăк уяв пекех паллă тăваççĕ. Çак кун ялти стадионра спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăрту иртет, унта ачасем те, çамрăксем те, аслă çултисем те хут-шăнаççĕ.

Кăçалхи уява ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене халаллаççĕ. Мĕншĕн уйрăмах çак спорта суйласа илнĕ-ха? Кун пирки вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ветеранĕ, физкультурăпа спорта чунтан юратакан Станислав Ястребов çапла ăнлантарса пачĕ:

- Ял ачи мĕн ĕлĕкрен кĕрешме юратнă. Асаттесем те, аттесем те кĕрешнĕ, эпир те - çуркунне çерем юртан тасалма пуçласанах - вăй виçме пуçланă. Çапла паттăра юличченех кĕрешеттĕмĕр, ăнсăртран пĕр-пĕр ачан сăмсинчен юн кайма пуçласан тин чарăнаттăмăр.

Васанти вăтам шкулта вĕреннĕ чухне те эпĕ спортпа туслă пулнă, районти ăмăртусене хутшăннă. Салтакра - ГСВГра службăра тăнă чухне - спорт ăмăртăвĕсенче хамăрăн часть чысне те хỹтĕленĕ.

Салтакран таврăнсан - 1981-1982-çулсенче - Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинри СПТУра вĕрентĕм. Кунта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен кружокĕ ĕçлетчĕ. Шăпах çакăнта ĕнтĕ эпĕ Чăнлă районĕнчи Ирçел (Верхние Тимерсяны) каччипе Слава Тражуковпа çывăх туслашрăм. Слава пĕрре çеç мар Акатуй паттăрĕ пулнă. Мана вăл кĕрешỹ мелĕсемпе паллаштаратчĕ, пĕрре - вăл, тепре эпĕ çĕнтернĕ.

Училище хыççăн «Шемуршинский» совхозра спорт инструкторĕнче ĕçлерĕм. Унтан комсомол организацине ертсе пыма суйларĕç. Каярахпа нумай çул вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хутăм. Ăçта ĕçлесен те, спортпа туслă пулма пăрахман.

- Станислав Вячеславович, темиçе çул каялла Кивĕ Шăмăрша: «Кĕрешекенсен ялĕ», - тетчĕç. Калăр-ха, Эсир - укçа илмен тренер пулса - ялти миçе арçын ачана кĕрешме вĕрентнĕ?

- Сахалтан та 40 кĕрешỹçĕ хатĕрленĕ. Вĕсем салтака та кайса килчĕç ĕнтĕ, унта та кĕрешни çинчен каласа параççĕ. Спорта юратни кулленхи пурнăçра пулăшнине савăнсах палăртаççĕ.

45 çула яхăн хамăн юлташăмпа - Вячеслав Тражуковпа туслă çыхăну тытатăп. Вăл та, ман пекех, питĕ нумай çамрăка спортпа туслашма вĕрентнĕ.

- Вĕсенчен пĕри - унăн хĕрĕ Инна. Инна Тражукова - ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Тĕнче чемпионĕ.

- Çапла, Инна Вячеславовна ашшĕн ятне чи çỹллĕ шая çĕклерĕ, эпĕ унăн спортри ỹсĕмĕпе интересленсех тăратăп.

Инна Вячеславовна - Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 2019-çулхи Тĕнче чемпионĕ, Раççей Кубокĕн хуçи, Европăри нацисен Кубокĕн хуçи, Европа чемпионачĕсен призерĕ, Тĕнче Кубокĕн хуçи, Раççейри пĕрлештернĕ команда членĕ.

Чăваш хĕрĕ тĕнчипех чапа тухни мана та - унăн ашшĕн çывăх тусне - чĕререн савăнтарать.

- Арçын ача кĕрешнине ăнланатăп-ха, хĕр ача вара...

- Ашшĕ каланă тăрăх, Инна ача чухнех кĕрешсе арçын ачасене çĕнтернĕ. 2006-çулта вăл - ашшĕ тата тренерсем хистенипе - Мускава кайса Олимп резервĕ сен шкулне вĕренме кĕнĕ. 2015-çулта Баку хулинче иртнĕ Европа вăййисене, 2016-çулта Рио-де-Жанейрори Çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă.

Инна Тражуковăн ятне Ульяновск облаçĕн чи лайăх çыннисен Хисеп хăми çине кĕртни те - чăваш хĕрĕшĕн пысăк чыс.

- Эх, курасчĕ пирĕн те Тĕнче чемпионне!

- Сире савăнтарма пултаратăп: августăн 9-мĕшĕнче - вырсарникун - Инна Вячеславовна ашшĕпе пĕрле Кивĕ Шăмăршă ялне килет, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне хутшăнать.

Спорт уявĕнче эпир тĕрлĕ çулта палăрнă ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене чыслăпăр. Паллах, хĕрỹ ăмăрту та пырĕ.

- Эсир ача чухнехи пек - çерем çинче-и?

- Паллах, çук: хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен кĕрешỹ кавирĕ (борцовский ковер, маты) çинче вăй виçĕç.

Тепĕр чух ялти пĕчĕк ачасем çерем çинче тĕрмешнине куратăп та, чун савăнать: эпир те вĕсем пекех айăн-çийĕн çаврăнса вăй виçнĕ вĕт-ха, паттăра юлассишĕн тăрăшнă.

Шăмăршă округĕнче пурăнакан спорт тусĕсене пурне те августăн 9-мĕшĕнче Кивĕ Шăмăршă стади- онне чĕнетĕп. Физкультурăпа спорт уявĕ кăнтăрла 11 сехетре пуçланать. Кунта эсир Тĕнче чемпионĕпе Инна Вячеславовна Тражуковăпа пĕрле тăрса сăн ỹкерĕнме те пултаратăр.

Ив. САЛАНДАЕВ.



07 августа 2026
15:16
Поделиться