РЕСПУБЛИКĂРА «Уçă пĕлĕт айĕнчи» кинопроект малалла ĕçлет. Августăн 12-мĕшĕнче тата çак уйăхăн 26-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕ умĕнчи уçă кинотеатрта - каçхине 19 сехет те 30 минутра - эсир çемйипех пырса чуна тыткăнлакан илемлĕ фильмсем курма пултаратăр.